Аслă Таяпа ялĕнче Крещенине анлăн уявланă
Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине паллă тăваççĕ.
Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри вăл. Çак вăхăталла пирĕн тăрăха кăшарни сиввисем килеççĕ. Кăшарнинче юр çусассăн тыр-пул лайăх пулать тесе хĕпĕртенĕ хресчен. Усалсенчен сыхланма, çылăхсенчен хăтăлма çирĕп яш-кĕрĕм вак касса шыва пуçĕпех кĕрсе тухнă. Хĕрсем мунча кĕрсе тасалнă, ирĕке тухса юрпа сапăннă. Çакă çынна илем, сывлăх кÿрессе шаннă. «Кăшарни кунĕнчи шыв чир-чĕре сиплет, вăй-хăват хушать», – теççĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче кăçал та вакка чӑмас текенсем нумай пулчӗҫ. Малтанах уяв çитиччен Аслă Таяпа территори отделӗн начальникĕ Анатолий Скворцов тăрăшнипе шыва кĕрсе тасалмалли сăваплă вырăнсене тасатса хатĕрлерĕç.
Ҫавăн пекех йăлана кĕнĕ тăрăх, культура ĕçченĕсем чей ĕçсе ăшăнмалли вырăн йĕркелерĕç. Вакка чăмса тухнă хыççăн тухтăрсем те вĕри чейпе сăйланма сĕнеççĕ.
Последние новости
В Чебоксарах состоялся финал XI фестиваля «Фитнес вместе с мамой»
По поручению главы города Чебоксары Владимира Доброхотова в образовательных учреждениях города особое внимание уделено спорту.
В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года
« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.
В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года
« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

Мода, песни и танцы весны 1945 года – в Городской ретроспективе «Победный май»
« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы – идет полным ходом.