Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с 80-летием районной

  Район хаçачĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулакансем!

 

Район хаçачĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулакансем!

Сире пурне те районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат тухма пуçланăранпа 80 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

«Колхозник сасси» ятпа тухма пуçланă район хаçачĕ вăрçă   вăхăтĕнче тылра юлнисене Çĕнтерÿшĕн,   фронтшăн ырми-канми ĕçлеме хавхалантарнă. 80 çул хушши вăл ыррине, лайăххине халăх хушшине сарма пулăшать, çитменлĕхсене шута илсе, çитĕнÿ тума   чĕнет.

Паян та эсир кунсеренех хамăр Муркаш тăрăхĕнче пулса иртекен  ĕçсене вăхăтра, тĕрĕс тата пур енлĕн çутатса пама тăрăшатăр. Пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене ял çыннисем патне вăхăтра çитерес тесе тимлетĕр.

Ял çыннисемшĕн интереслĕ   ыйтусене хускатма тăрăшатăр яланах. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансемпе, коллективсен çитĕнĕвĕсемпе, пурнăçри, производствăри çĕнĕлĕхсемпе паллаштаратăр.

Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн,  хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек тата пысăк ответлăхпа пурнăçланăшăн. Район хаçачĕ вулакансемшĕн  малалла   та кĕтнĕ хăна пултăр, ăна вулакансен йышĕ ÿссех пытăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх,   телей, вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

Муркаш мунциципаллă округ пуçлăхĕ                                                                    А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

  округ Пухăвĕн председателĕ                                                                                            А.В. Иванов. 

 



Последние новости

В Чебоксарах состоялся финал XI фестиваля «Фитнес вместе с мамой»

По поручению главы города Чебоксары Владимира Доброхотова в образовательных учреждениях города особое внимание уделено спорту.

В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года

« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года

« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

Мода, песни и танцы весны 1945 года – в Городской ретроспективе «Победный май»

 « Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы – идет полным ходом.

На этом сайте представлены актуальные варианты, чтобы снять квартиру в Миассе на выгодных условиях

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *