Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем радио и всех
Хисеплĕ радио тата çыхăну сферин ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем! Радио итлекенсем!
Хисеплĕ радио тата çыхăну сферин ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем! Радио итлекенсем!
Паян пирĕн çĕршывра Радио тата çыхăну сферин ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ.
Радио пирĕн район историйĕпе уйрăлми тачă çыхăннă. Вырăнти радиовещани эрнере 3 хутчен районта пурăнакансене хамăр тăрăхра пулса иртекен çĕнĕ хыпарсемпе, маттур та ĕçчен çынсемпе пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, халăх патне çитернĕ. «Муркаш калаçнипе» районта пурăнакансем çĕнĕ куна пуçланă. Пралук тăрăх килекен радио йĕркеленсе кайнăранпа мĕн пĕтичченех вырăнти радивещанинче тата çыхăну отраслĕнче ĕçлекенсем тăрăшнипе Муркаш пĕр чарăнми калаçрĕ. Тавах вырăнти радиовещанинче ĕçленĕ журналистсене, çыхăну ĕçченĕсене пултаруллă тата яваплă ĕçшĕн.
Пралук тăрăх килекен вырăнти радивещани ĕçлеме пăрахсан та Муркаш калаçмасăр нумай тăмарĕ. Республикăри районсенчен чи малтан Муркаш Чăваш наци радио хумĕсем çине тухма пуçларĕ. Çапла вара 15 çул Муркаш Чăваш Наци радио хумĕ çинче калаçать. Муркаш муниципалллă округĕн радиопередачине хамăр тăрăхра пурăнакансем кăна мар, республикăри ытти округра пурнăнакансем те юратса итлени пире савăнтарать.
Сире пурне те Радио кунĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов
Последние новости
В Чебоксарах состоялся финал XI фестиваля «Фитнес вместе с мамой»
По поручению главы города Чебоксары Владимира Доброхотова в образовательных учреждениях города особое внимание уделено спорту.
В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года
« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.
В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года
« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

Мода, песни и танцы весны 1945 года – в Городской ретроспективе «Победный май»
« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы – идет полным ходом.