Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем России
Муркаш округĕн хисеплĕ çыннисем! Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
Муркаш округĕн хисеплĕ çыннисем!
Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацине йышăннăранпа 34 çул çитрĕ. РФ Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн çак куна патшалăх кунĕ тесе паллă тăватпăр.
Çак хушăра пирĕн пурнăç тĕпренех çĕнелсе улшăнчĕ. Йывăрлăхсем те сахал мар пулчĕç. Пурте пĕр тĕллевлĕн ĕçленипе вĕсене çĕнтерсе, умма лартнă задачăсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçласа пыратпăр. Пирĕн халăх чунĕпе çирĕппине, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлнине истори страницисем те çирĕплетсе параççĕ. Эпир аслă ăру çыннисенчен тĕслĕх илсе, тăван округ вăйлăрах та çирĕпрех пултăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăватпăр.
Малалла та пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, тăван округ аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçлесчĕ.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов.
Последние новости
Как дизайн платы определяет её ремонтопригодность
Почему удобство ремонта закладывается ещё до первого включения
Пар и влага: ключевые принципы правильного микроклимата в хаммаме
Как формируется правильный микроклимат в хаммаме и почему он важен.
От чего зависит скорость ремонта сервопривода — и можно ли её ускорить?
В погоне за временем: как вернуть технику в строй без лишних ожиданий
Пошаговое руководство: как грамотно оформить первый микрозайм
Как взять кредит с умом и не пожалеть об этом спустя пару месяцев