Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Пасхой

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Сире пурне те Мăнкун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Мăнкун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Христос чĕрĕлнĕ кун - православи тĕнне ĕненекенсемшĕн чи савăнăçлă та çутă уяв. Çак кун çынсен чунне  савăнăç кÿрет, йывăрлăха çĕнтерме шанчăк парать, ырăпа тĕрĕслĕх  усала, пурнăç вилĕме çĕнтерни çинчен калать. Туррăн ырă халалĕсем пире пĕр-пĕрне ăнланма, пулăшма, ытларах ырă ĕçсем тума хистеççĕ.

Хаклă çыннăмăрсем! Малалла та пур ыйтăва та пĕрлех татса парасчĕ. Турăшăн эпир пурте тăвансем шутланатпăр. Апла пулсан малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнар, тăван район аталанăвĕшĕн пĕрле пĕр тĕллевпе тăрăшса ĕçлер.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу,   вăрăм кунçул сунатпăр. Турă сире хăвăра та, сирĕн ачăрсене те инкек-синкекрен сыхлатăр. Вилĕмрен   чĕрĕлсе тăнă Христосăн ырăлăхĕ яланах сирĕнпе пултăр, сирĕн пурнăç çулне уçса пытăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                                                          А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

  округ Пухăвĕн председателĕ                                                                                            А.В. Иванов

 



Последние новости

Чебоксары отмечают 555-летие на медицинском форуме

В столице Чувашии прошел форум, собравший ведущих специалистов в области здравоохранения.

Онлайн-конкурс детского рисунка «Магия космоса» завершен

Дворец культуры тракторостроителей подвел итоги творческого соревнования.

Ярмарки «Дары осени» в Чувашии: поддержка местных производителей

Сезонные ярмарки пройдут с 14 сентября по 6 октября 2024 года по всей республике.

Card image

Экономику РФ из-за эффекта домино может ждать двухлетний кризис

На этом сайте вы сможете узнать актуальные данные о погоде в Первоуральске, включая прогнозы на ближайшие дни и часы

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *