Поздравление исполняющего полномочия главы Моргаушского муниципального округа И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района А.Н. Матросова с Днем матери

Хаклăран та хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ытарайми хĕрарăмсем!

 

Хаклăран та хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ытарайми хĕрарăмсем!

  Сире пурне те Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Кашни çыншăн аннерен хакли никам та çук. Эсир ачăрсене пурнăç парнелетĕр. Вĕсем   çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухчăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Мĕн ачаран вĕсем панă сăмаха тытчăр, йывăрлăхсене пăхмасăр,  пуçланă ĕçе вĕçне çитерме вĕренччĕр, аслисене хисеплеччĕр, вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр  тесе тăрăшатăр.

Тавах сире эпир пĕчĕк чух куç хупман каçсемшĕн,  пире пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн. Эсир пуртан эпир телейлĕ. Тавах сире пире çуратнăшăн, юратнăшăн, ятланăшăн, йăнăшсемшĕн каçарнăшăн. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр татайми парăмра.

Уйрăм тав сăмахĕсене урăх çемьесенчи ачасемшĕн тăван анне пулса тăнă хĕрарăмсен ячĕпе калас килет. Тавах сире çав айăпсăр чунсемшĕн çĕр çинчи чи çывăх çын пулса тăнăшăн, иксĕлми ырă кăмăлăршăн.

  Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене паракан çăмăллăхсем кашни çулах хушăнса пыни шăпах   çакăн çинчен калать.

Сывлăхăр сирĕн яланах çирĕп пултăр, кунçулăр вăрăм та телейлĕ килтĕр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Ачăрсем вара яланах савăнăç кÿччĕр. 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                                            И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                    А.Н. Матросов.



Последние новости

В Чебоксарах состоялся финал XI фестиваля «Фитнес вместе с мамой»

По поручению главы города Чебоксары Владимира Доброхотова в образовательных учреждениях города особое внимание уделено спорту.

В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года

« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года

« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

Мода, песни и танцы весны 1945 года – в Городской ретроспективе «Победный май»

 « Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы – идет полным ходом.

На этом сайте представлены актуальные варианты, чтобы снять квартиру в Ханты-Мансийске на выгодных условиях

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *