Савăн, çĕвĕç: сан валли пулать ĕç!
«АРÇЫНСЕМ Мускава кайкалĕç-ха, пирĕн ăçта ĕçлемелле?» - çапла каласа хаш!
«АРÇЫНСЕМ Мускава кайкалĕç-ха, пирĕн ăçта ĕçлемелле?» - çапла каласа хаш! сывлаççĕ Шăмăршă тăрăхĕнчи хĕрарăмсемпе хĕрсем.
Çивĕч ыйту тинех кăштах та пулин татăлать пулмалла: Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев ĕçсĕрлĕхе чакарассишĕн çанна тавăрсах тăрăшма тытăнни те çакна çирĕплетет.
Февралĕн 8-мĕшĕнче Александр Васильевич Шăмăршăра Шупашкарти «Чăлхапа трикотаж фабрики» ООО представителĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулу йĕркеленĕ, хăнасем умĕнче муниципалитет округĕнче пурне те хумхантаракан ыйтăва çĕкленĕ.
Шупашкарсем Шăмăршăра ĕçчен те сăпайлă çынсем пурăннине лайăх пĕлеççĕ иккен, çавăнпа та калаçу «çăмхи» те чиперех «сỹтĕлсе» пынă. Вĕсем Пăчăрлă Пашьел ялĕнче - 20 çын, Палтиел ялĕнче - 20 çын, Шăмăршă ялĕнче 12 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме хирĕç мар. Трикотаж изделийĕсем хатĕрлеме çĕвĕçсем тупмалла çеç. Тата, паллах, хутса ăшăтакан производство пỹлĕмĕсем кирлĕ пулаççĕ.
Проект кăçалхи апрель-май уйăхĕсенче пурнăçа кĕмелле. Унччен вăхăт пур-ха, ĕç шыракан хĕрарăмсемпе хĕрсем çĕвĕç специальноçне вĕренме те пултараççĕ. Чи лайăххи - муниципалитет округĕнче юлашки 30 çул хушшинче тинех пĕчĕк предприятисем уçăлма пуçлани, çапла вара ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăнăçлă татăлса пыни.
«Ĕç тухăçлăхĕ тата çынсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» Наци проекчĕ пирĕн районта пурнăçа кĕрсе пыни чăннипех те савăнтарать. Çак проектпа килĕшỹллĕн, Шăмăршăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çĕнĕрен уçăлакан цехсем валли специалистсем вĕрентсе хатĕр- леме палăртать.
Первоисточник: РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
Последние новости
В Чебоксарах состоялся финал XI фестиваля «Фитнес вместе с мамой»
По поручению главы города Чебоксары Владимира Доброхотова в образовательных учреждениях города особое внимание уделено спорту.
В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года
« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.
В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года
« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

Мода, песни и танцы весны 1945 года – в Городской ретроспективе «Победный май»
« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы – идет полным ходом.