Шăмăршă тăрăхĕнчен - иккĕмĕш генерал

РАÇÇЕЙ Президенчĕ Владимир Путин 2023 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче кăларнă Указпа Альмир Иматдинова «генерал-майор» звани панă.

РАÇÇЕЙ Президенчĕ Владимир Путин 2023 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче кăларнă Указпа Альмир Иматдинова «генерал-майор» звани панă.

Çак хыпара Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансем - уйрăмах Патирек ялĕн çыннисем - чун-чĕререн савăнса кĕтсе илчĕç.

Альмир Ринатович пирĕн округри Патирек ялĕнче 1976-çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче çуралнă. Патирекри вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн Ульяновск хулинчи Б.Хмельницкий ячĕллĕ аслă çар техника училищинчен вĕренсе тухнă. Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Урал тăрăхĕнче, Раççей Шалти ĕçсен министерствин Тĕп управленийĕнче, Росгвардин Тĕп аппаратĕнче службăра тăнă. Службăри тивĕçне пурнăçланă хушăрах Санкт-Петербургри А.В.Хрулев ячĕллĕ çар академийĕнчен вĕренсе тухнă.

Хальхи вăхăтра пирĕн ентеш Çурçĕр-Хĕвел анăç çар округĕн командующийĕн заместителĕнче вăй хурать.

Тăван çĕр-шыв Альмир Иматдинова Суворов, «За воинскую доблесть», I, II, III-степень «За отличие в службе», «За участие в боевых действиях», «За верность долгу» медальсемпе тата ытти наградăпа чысланă.

Альмир Иматдинов тăван Патирек ялĕнче пулсах тăрать, ентешсен ĕçри çитĕнĕвĕсемпе савăнать.

Сăмах май, Альмир Ринатовичăн ывăлĕ Ильдус та - Раççей çарĕн офицерĕ.

Эпир хальччен Шăмăршă тăрăхĕнчен тухнă Василий Никифоров генералпа мухтанаттăмăр пулсан, паян Альмир Иматдинов генерал-майор та Чăваш Республикин тата Патирек ялĕн ятне çĕклерĕ.



Первоисточник: Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)

Последние новости

Единый информационный день в Чебоксарах

Важные вопросы здравоохранения обсуждались на встрече с руководством республиканского онкологического диспансера.

Единый информационный день в Чебоксарах: новые инициативы в здравоохранении

Важные обсуждения по вопросам онкологической помощи прошли в Республиканском клиническом онкологическом диспансере.

Обновление поликлиники для жителей Сосновки

В Чувашской Республике завершается ремонт поликлиники №8.

Преобразователь частоты

Все преобразователи проходят контроль и имеют сертификаты с гарантией

На этом сайте вы сможете узнать актуальные данные о погоде в Серпухове, включая прогнозы на ближайшие дни и часы

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *