Учительсен аллейи уçăлчӗ

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕнче Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне халалланă Учительсен аллейи уçăлчĕ.

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕнче Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне халалланă Учительсен аллейи уçăлчĕ. Пучинкере йывăç лартса Учительсен аллейине уçасси Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пĕрлĕхĕн ырă сĕнĕвĕпе пулчĕ. Пархатарлă ĕç тăвăма Пучинке ял тăрăх администрацийĕ, «Красный партизан» колхоз, конгресăн вырăнти уйрăмĕ, Пучинке шкулĕ йĕркелерĕ . 

Ял варринчи илемлĕ лапама Пучинке ял халăхĕ, вĕрентекенсем, шкул ачисем пухăнчĕç. Шупашкар хăнисене, Чăваш наци конгресс хастарĕсене, çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.

Малтан митинг пулчĕ. Унта яла тирпей-илем кĕртессине хастар хутшăннисене конгресăн Тав хучĕпе чысланă хыççăн Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕсен ертӳçисем, чăваш учителĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕсем ял халăхĕпе пĕрле ятарласа уйăрнă вырăнта чăваш халăхĕн паллă вĕрентекенĕсене асра тытса вĕсен ячĕпе чăрăш, туя, самшит, абрикос тата кедр лартрĕç.

Аллейăна кĕнĕ тĕп вырăнта пĕрремĕш кăвак чăрăша Атăл тăрăх халăхĕсен çутлăх ĕçченне, аслă вĕрентекенĕмĕре Иван Яковлевич Яковлева, иккĕмĕш кăвак чăрăша вара этнопедагогикăна никĕслекен Геннадий Никандрович Волков академика халалларĕç.

Пучинке культура керменĕнче уяв ячĕпе концерт пулчĕ. Шкул ачисем, «Юхăм» фольклор ушкăнĕ тата хĕрарăмсен канашĕн «Туслăх» ансамблĕ йывăç лартакансене çепĕç юрăпа, илемлĕ ташăпа савăк кăмăл парнелерĕç.

Пучинкере йывăç лартса Учительсен аллейине уçни – чăваш халăхĕн паллă та мухтавлă вĕрентекенĕсене ырă асра тытнине палăртрĕ.

 



Последние новости

В Чебоксарах состоялся финал XI фестиваля «Фитнес вместе с мамой»

По поручению главы города Чебоксары Владимира Доброхотова в образовательных учреждениях города особое внимание уделено спорту.

В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года

« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года

« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

Мода, песни и танцы весны 1945 года – в Городской ретроспективе «Победный май»

 « Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы – идет полным ходом.

Здесь вы можете узнать о лучших предложениях и выгодных условиях, чтобы купить квартиру в Армавире

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *