23.01.2024

Çутă, ăшă, илемлĕ хваттерсене пурăнма куçрĕç тахçантанпах черетре тăракансем

2023-ÇУЛ вĕçĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнче умлă хыçлă çĕнĕ пỹрт уявĕ ирттернипе те паллă пулса юлчĕ.

2023-ÇУЛ вĕçĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнче умлă хыçлă çĕнĕ пỹрт уявĕ ирттернипе те паллă пулса юлчĕ. Халĕрех çеç Виçпỹрт Шăмăршăпа Асанкасси ялĕсенче çĕнĕ ФАП-сем уçăлнăччĕ, «Сывлăха сыхлас ĕç» Наци проекчĕпе çĕкленнĕ сиплев çурчĕсем халăх пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕç.

Декабрĕн 28-мĕшĕнче вара Шăмăршăри Ленин урамĕнче 2023-çулта лартнă тăватă хутлă илемлĕ çурт хăйĕн 40 хваттерĕпе те çап-çутă çуталса кайрĕ. Авариллĕ тата юхăнса çитнĕ хваттерсенчен куçма черете тăнă çемьесем чи телейлисем пулчĕç. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хулари пек хăтлăх» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, çак объекта кĕске вăхăтрах Шăмăршăри «Строитель Плюс» ООО çĕкленĕ, палăртнă вăхăта хута ярассишĕн пысăк вăй хунă.

Чи телейлисене хваттер уççи панă ятпа ирттерекен савăнăçлă мероприятие Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕн заместителĕн ĕçне туса пыракан Елена Ильичева, строительство тата ЖКХ пайĕн начальникĕ Андрей Кокуркин, социаллă аталану пайĕн начальникĕн ĕçне пурнăçлакан Светлана Павлова, Шăмăршă муниципалитет округĕн прокурорĕ Владимир Николаев тата «Строитель Плюс» ООО генеральнăй директорĕн ĕçне туса пыракан Николай Быков хутшăнчĕç, пурне те асра юлмалли паллă кунпа тата Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

Шăмăршăри Космовский, Шоссейная тата Лесхозная урамĕсенчи авариллĕ 3 çуртра пурăннă çемьесен халĕ унчченхи адресĕсене улăштарма тивет: вĕсем Ленин урамĕнчи хулари пек илемлĕ те хăтлă хваттер хуçисем пулса тăчĕç. Кунта пурĕ 102 çын пропискăна тăрĕ. Çурта автономлă майпа ĕçлекен котельнăй ăшăтать, пурăнмалли пур услови те çителĕклĕ.

...ĔЛĔКРЕН пыракан йăлапа, çĕнĕ çурта малтан кушак кĕртсе ячĕç. Ун хыççăн телейлĕ хуçасем кĕпĕрленсе те савăнса утрĕç, кушак телей кỹрессе çирĕп ĕненсе сăрă шăрши те сĕвĕрĕлсе çитеймен çĕнĕ хваттерсене васкарĕç...



Первоисточник: Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)

Последние новости

Комментарий к Посланию Президента Российской Федерации Федеральному Собранию главного врача Республиканской клинической больницы Елены Барсуковой

Комментарий к Посланию Президента Российской Федерации Федеральному Собранию главного врача Республиканской клинической больницы Елены Барсуковой: « Послание Президента России Федеральному Собранию - это момент,

Делегация Моргаушского округа посетила выставку «Картофель – 2024»

Сегодня  Чувашии в МТВ-Центре открылась выставка «Картофель – 2024». На протяжении двух дней – 29 февраля и 1 марта проходит данное мероприятие.

Сотрудники администрации города Канаша заслушали ежегодное послание Президента Российской Федерации Федеральному Собранию

Сегодня, 29 февраля, в 12:00 по московскому времени состоялось публичное обращение главы государства к обеим палатам парламента.

Card image

Как найти и использовать действующие промокоды для скидок

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *