Çыннисем пуçаруллă, пуçлăхĕ хастар
Çапла калас килет Муркаш муниципалитет округĕн Оринин территори пайĕнче пулса курнă хыççăн.
Çапла калас килет Муркаш муниципалитет округĕн Оринин территори пайĕнче пулса курнă хыççăн. Шăпах çак енсем пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ те ĕнтĕ хальхи вăхăтра ял çыннисен пурнăçне лайăхлатса пырассипе, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене ăнăçлăрах татса парассипе. Территори пайне кĕрекен 14 ялта вара ыйтăвĕсем те çителĕклех пулни иккĕлентермест.
Вырăнсенче ирттерекен тĕл пулусене хутшăннă май, çынсене икĕ ушкăна уйăрма пулать. Пĕрисем ыйтма çав тери лайăх хăнăхса çитнĕ: пирĕн ку çук, çавна туса памалла, кам пулăшĕ, ыйтăва хăçан татса параççĕ е ытти те. Теприсем вара ытларах хăйсем çине шанма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ çул-йĕр шыраççĕ, ыйтăвĕсене те пĕрле татса параççĕ. Оринин тăрăхĕнче пурăнакансем те çавăн пеккисен шутĕнче.
Хальхи вăхăтра ял пурнăçне хăтлăрах те меллĕрех тăвассипе, ялти инфраструктурăна аталантарассипе республика шайĕнче тĕрлĕрен программа сахал мар. Паллă ĕнтĕ, кĕтсе ларнипе пулмасть. Кун пек программăсене хутшăнма ĕç хучĕсем хатĕрлессипе, конкурссене хутшăнассипе сахал мар хăшкăлма тивет. Апла пулин те çакăн усси те куçкĕрет. Самай расхутлă ĕçсене чиперех пурнăçлама май килет.
Орининсем акă 2021 çултах хушса финанслассин шучĕпе территорисене хăтлăлатса илемлетессипе республика программине хутшăнса харăсах 8 объектра пĕтĕмĕшле 7,7 млн тенкĕлĕх ĕçсем туса ирттерме пултарнă.
Республикăра шыв уçламалли башньăсене тĕпрен юсассипе Строительство министерствин ятарлă программи вăйра. Кашни çулах унта хутшăнса Оринин тăрăхĕнчи ялсенче башньăсене çĕнетме тăрăшаççĕ. Кăçал та çапла майпа Вăрманкассинчи, Чамăшри, Мулкачкассинчи Центральная урамри шыв башнисене улăштарма май çитернĕ.
Территорири 14 ялта йĕркеллĕ çулсăр урамсем те çук мар-ха. Пуррисене те юсасах тăрас пулать. Çапла вара çул-йĕр фончĕ шучĕпе кăçал Атапай ялĕнчи Новая тата Адабайская урамсенчи çулсене юсама пултарнă.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене кая хăвармасăр татса парассипе республикăн пуçарулăх бюджечĕн программи кунта анлă çул тупнă темелле. Пĕлтĕр асăннă программăна хутшăнса Сентимĕр ялĕнче çул юсассипе калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ, ĕçсене 6 млн ытла тенкĕлĕх пурнăçланă.
Ял çыннишĕн шыв ыйтăвĕ пĕлтерĕшли куçкĕрет. Çавна май пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе кăçал ĕçе кĕртекен объектсем пурте ялсенчи шыв сечĕсене юсассипе çыхăннисем. Объекчĕсем вара харăсах тăваттă. Тĕрĕссипе объектсенче ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ, хăшне-пĕрне йышăнасси кăна юлнă.
Акă Тереç ялĕнче пурăнакансем хăйсен ялĕнчи шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Юсав ĕçĕсене «Строительная компания «ПЛАТИНУМ» чикĕллĕ яваплăхлă общество контрактпа 2 млн тенкĕлĕхе яхăн туса ирттернĕ.
Патаккасси ялĕнче пурăнакансем те шыв ыйтăвне татса панă темелле. Кунта ĕçсене «АЛЬЯНССТРОЙГРУП» ООО пурнăçланă. Ĕçсен калăпăшĕ 2 млн та 300 пин тенкĕлĕхе яхăн.
Чамăш ялĕнче кăçал шыв уçламалли башньăна республика программине хутшăнса çĕнетме май килнĕ пулсан, ялти шыв пăрăхĕсене çынсем хăйсем хутшăннипе юсас тенĕ. Шутланă – тунă. Халĕ ĕнтĕ шыв башни те, шыв пăрăхĕсем те йĕркеллĕ. Апла пулсан малашнехи çулсенче çынсене ĕçмелли шыв ыйтăвĕ канăçсăрлантармалла мар.
Лапкас ялĕнче те халĕ шыв пăрăхĕсем çĕнĕ. Çынсем пăрăхсене хăйсем хутшăннипе пуçарулăх бюджечĕн программипе çĕнетме кăмăл тунă. 2 млн та 100 пин тенкĕлĕх ытла ĕçсене «СК «ХАСТАР» ООО туса ирттернĕ.
Сăмах май, пуçарулăх мелĕпе çитес çул пурнăçа кĕртме республика конкурс тĕрĕслевĕ витĕр тухнă 3 проект хатĕр ĕнтĕ. Вĕсен проектпа смета документацийĕ хатĕр. Татах тепĕр 3 проект хатĕрлесе çитерме те шанăç пур. Апла пулсан хăтлăх ĕçĕсем çитес çул та ялсенче анлăн пулса пырĕç.
Çитес çулсенчи тĕллевсем шутĕнчех территорири плотинăсене, ытти гидротехника сооруженийĕсене юсаса йĕркене кĕртесси те. Ку тĕллевсем те пурнăçланаççех тесе шанас килет. Мĕншĕн тесен ку тăрăхра пурăнакансем туса парасса кĕтсе ларма хăнăхман, хăйсем пуçаруллă.
Территорири ялсенче тасалăх, тирпейлĕх ыйтăвĕсене яланах тимлĕхре тытма тăрăшаççĕ. Субботниксем ирттерессине манăçа кăлармаççĕ.
Ял старостисем хальхи вăхăтра пысăк вăй пулса тăраççĕ. Ытларах чухне ял çыннисемпе тÿрĕ çыхăну вĕсем урлă пулса пырать. Территори пайĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, старостăсем пулма активлă, пуçаруллă çынсене суйланă. Ытларахăшĕ вара çамрăксем. Чи хастаррисен шутĕнче Валентина Пушкова Атапай ялĕн старостине Сергей Колбасова, Мулкачкасси ялĕн старостине Павел Иванова, Чамăш ялĕн старостине Андрей Артемьева асăнчĕ.
Оринин тăрăхĕ тесен, кунта спорт ĕçне-хĕлне çÿллĕ шайра йĕркелесе пынине асăнмасăр ниепле те май çук. Район шайĕнче асăннă территори пайĕн спорт командисем хутшăнмасăр пĕр ăмăрту та иртмест темелле. Çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Çакна Валентина Юрьевнăн ĕç пÿлĕмне кĕрсен те курмасăр пултараймастăн. Вуншар кубок, диплом, Хисеп грамоти, Тав хучĕ. Кунпа пĕрлех вырăнта ирттерекен йăлана кĕнĕ ăмăртусем те çук мар, вĕсем те çÿллĕ шайра иртеççĕ.
Территорири ветерансен тата пенсионерсен канашĕсем активлăх кăтартаççĕ. Вĕсене Валерий Вязов тата Виталий Иванов ертсе пыраççĕ. Ветерансем хушшинче тĕрлĕ мероприяти сахал мар иртет: йĕлтĕр эстафети, спорт фестивалĕ, шашка тата шахмат ăмăртăвĕсем т. ыт. те. Ватă çынсен кунне уявласси, юбилярсене, мăшăрсене чысласси йăлана кĕнĕ.
Çапла, Оринин территори пайĕнчи ялсенчи çынсем ĕçре те, спорт мероприятийĕсенче те – малтисен ретĕнче. Кунпа пĕрлех вĕсем юрă-ташăра та маттур. Ял кунĕсем, Çимĕк уявĕ вырăнти культура ĕçченĕсем активлă хутшăннипе епле çÿллĕ шайра иртеççĕ. Орининти халăх театрĕ хăй мĕне тăрать. Сăмах май, театр кăçалхи ноябрь уйăхĕнче хăйĕн 105 çулне паллă тума хатĕрленет.
Последние новости
Героизм современности: память о героях специальной военной операции
Книга профессора Л.А. Ефимова освещает подвиги уроженцев Чувашии на фронтах СВО.
Изменения в законодательстве Чувашской Республики
Комитет Государственного Совета обсуждает важные поправки в законодательные акты.
Парламент Чувашии одобрил традиционную акцию
Традиционная акция получила поддержку со стороны местных властей.
Частотный преобразователь
Подбираем решения под ваши задачи с учётом особенностей оборудования и требований