14.06.2019

«Янратар-ха уçă саслăн чăваш халăх сăввине» конкурс ăнăçлă иртрĕ

Чăваш наци конгресĕпе пĕрле Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕ Театр çулталăкне тата Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çулхи çавра çулне халалланă чăвашла вулакансен тата юрлакансен конкурсне ирттерчĕ.

Чăваш наци конгресĕпе пĕрле Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕ Театр çулталăкне тата Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çулхи çавра çулне халалланă чăвашла вулакансен тата юрлакансен конкурсне ирттерчĕ.

Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ:
1) Чăваш çамрăк сăвăçсен чăвашла çырнă хайлавĕсем;
2) Чăваш поэчĕсен сăввисемпе çырнă чăвашла юрăсем;
3) Чăваш писателĕсен чăвашла хайлавĕсем.

Çак конкурс Çеçпĕл Мишшин халалĕсем пурнăçланса пынине кăтартса пачĕ.

Конкурса хутшăнакансене сумлă экспертсем хак пачĕç:
Экспертсен пуçлăхĕ – Светлана Васильевна Асамат: сăвăç, композитор, юрăç.
Экспертсем – Раиса Васильевна Сарпи сăвăç,
Юлия Петровна Мареева - Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи.

Конкурсăн 1 пайĕнче кĕçĕн класри ачасем тупăшрĕç.

Икĕ çамрăк сăвăç пулчĕç конкурсра: вĕсем хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç кăна та мар, чуна тивертмелле вуласа пама пултарчĕç.

Айя Кураковапа (Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта 1 б класра вĕренет. Ертÿçи – Ольга Павловна Ленкова) «Çемье телейĕ мĕнре-ши?» сăввине вуласа пачĕ. Çав тери маттур каласа кăтартса 1 вырăна тивĕçрĕ.

Анжелика Александрова - Çĕрпÿ районĕнчи Кукшакасси ялĕнчи А.Г. Николаев космонавт ячĕллĕ шкулта 3 класра вĕренекенскер (ертÿçи – Инна Юрьевна Афанасьева). Эдуард Табаевăн сăмахĕсемпе çырнă (кĕвви те Эдуард Табаевăнах) «Пукане» юрă юрласа пачĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра 1 в класра вĕренекен Денис Орлов (ертÿçи – Алевтина Александровна Такина) Петĕр Ялкирӑн «Тăван çĕр-шыв» сăввине каласа кăтартрĕ. 2 вырăна тухрĕ.

Антон Никитин (Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекен, 4а класа куçнăскер, ертÿçи – Любовь Макаровна Григорьева) Çеçпĕл Мишшин «Чăваш ачине» сăввине чунĕ витĕр шăратса кăларчĕ: 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

Анжелика Александрова юрă юрласа кăна мар, сăвă вуласа та пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ – Валентина Францеван «Тунката» сăввине вуласа пĕчĕк спектакль кăтартса пачĕ.

Андрей Хорьковпа (Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкулта 3-мĕш класра вĕренекенскер) унăн кукамăшĕ Елена Шурту Геннадий Волковăн «Эп сана анне тесе калатăп» сăввине пĕрле рольсем çине уйăрса каласа кăтартрĕç. Вĕсене 3-мĕш вырăн тиврĕ.

Полина Панина Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта 1б класра вĕренет (ертÿçи – Ольга Павловна Ленкова). Борис Чиндыковăн сăввипе Николай Казаков çырнă «Пуйăс» юрă юрласа-выляса кăтартса пачĕ, сăмахĕсене кăшт çеç маннине пула иккĕмĕш вырăнлă пулчĕ.

Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулти «Илем» ансамбль килсе çитрĕ конкурса. 4а класа куçнăскерсем - Аксения Александрова, Лиана Бельская, Ангелина Головченко, Дарья Игнатьева, Софья Степанова, Софья Терентьева пулчĕç (ертÿçи – Любовь Макаровна Григорьева).

Чунтанах тав тăватпăр ачасен ашшĕ-амăшĕсене, вĕсем хăйсен çăмăл машинисемпе илсе килнĕ ачисене.

3-мĕш класс ачисен «Илем» ансамблĕ Геннадий Дубровăн сăмахĕсемпе Алина Михайлова çырнă «Чăваш чĕлхи» юрра шăрантарчĕç. Виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

Конкурсăн 2 пайĕнче вăтам тата аслă классенчи шкул ачисем тупăшрĕç.

Тепĕр çамрăк сăвăç - Анастасия Николаева «Ан пултăрччĕ вăрçă нихăçан» сăввипе куракансен куççульне кăларттарчĕ. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Кукшакассинчи А.Г. Николаев космонавт ячĕллĕ шкулта 8 класра вĕренет. Ертÿçи – Тамара Вячеславовна Григорьева. 1-мӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ. «Чăваш писателĕсен чăвашла хайлавĕсем» номинацире Çĕрпÿри Михайловка ялĕнчи А.А. Александров ячĕллĕ шкулта 9 класра вĕренекенсем тупăшрĕç (вĕсен ертÿçи – Ирина Николаевна Федорова).

Диана Николаева - Митта Ваçлейĕн «Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара» сăввине чуна витермелле каласа кăтартрĕ, 1 вырăна тухрĕ.

Анжела Портнова вара Петĕр Хусанкайăн «Сăмах хăвачĕ» сăввине шăрантарса 2 вырăна тухрĕ.

Çак номинацирех Кира Федорова, Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ 6-мĕш шкулта 8 класра вĕренекенскер (ертÿçи – Эмма Николаевна Поручикова), Юрий Сементерĕн «Амăшĕн чунĕ» сăввине питĕ çепĕççĕн вуласа панине палăртрĕ Светлана Асамат, хак парса.

Диана Ефимова Çĕрпÿри Михайловка ялĕнчи А.А. Александров ячĕллĕ шкулта 6 класра вĕренет (ертÿçи – Ирина Николаевна Федорова). Вăл Владимир Андреевăн сăввипе Николай Пыркин çырнă «Çулталăк вăхăчĕсе».

Последние новости

Очередное заседание Собрания депутатов города Алатыря седьмого созыва

В администрации города Алатыря состоялось очередное заседание Собрания депутатов города Алатыря седьмого созыва.

Главу Чебоксар выберут 11 июня

Фото: Алексей Гатилов В Чувашии выборы главы города Чебоксары назначили на 11 июня.

В Первомай в республике чествовали рабочие династии

Семьи с трудовым стажем в сотни лет Представители их, приехавшие из 12 муниципалитетов, трудятся в сферах образования, сельского хозяйства, промышленности, культуры, строительства, лесного хозяйства и здравоохранения.

Card image

Как найти и использовать действующие промокоды для скидок

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *