Ăслăлăх конференцийĕ пуçланчĕ

Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Раççейре педагог тата наставник, Чăваш Енре телейлĕ ачалăх çулталǎкне халалланă пĕтĕм тĕнчери 57-мĕш ӑслӑлӑх конференцийĕ старт илчĕ.

Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Раççейре педагог тата наставник, Чăваш Енре телейлĕ ачалăх çулталǎкне халалланă пĕтĕм тĕнчери 57-мĕш ӑслӑлӑх конференцийĕ старт илчĕ. Кунта студентсем тата шкул ачисем хăйсене тĕрлĕ ăслăлăхра тĕрĕслеме пултараççĕ.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче ăслăлăх конференцийĕ 1967 ҫултанпа иртет. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ унта тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен хутшăнаççĕ. Раççейри 5 000 ытла студентсемпе шкулта вĕренекенсем. Çавăн пекех ют ҫӗршывсенчен хутшăнакан студентсем те йышлă. Ăслăлăх тĕнчипе кăсăкланакансем Китай, Узбекистан, Донецк тăрăхĕнчен видео саламсем çитерчĕç.

АНГЕЛИНА ПЫРКИНА: “Ман шутпа тата манăн вĕрентекенсен шучĕпе, наука хыçĕнче малашлăх. Çак конференцисем ачасене тĕрĕс шухăшлама пулăшаççĕ. Ку конференцире эпĕ хам 3-мĕш çул хутшăнатăп. Эпир докладсене хÿтĕленисĕр пуçне уçă уроксем ирттеретпĕр,выставкăсем йĕркелетпĕр, олимпиадăсем, конкурссем. Пĕтем ачасене, студентсене хутшăнма чĕнетпĕр. Маншăн та наука питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăрать. Мĕншĕн тесессĕн, наукăпа ĕçлеме пуçланă хыççăн эпĕ хамăн чăн-чăн вĕрентекенсене тупрăм, юлташсене тупрăм. Вĕсенчен вĕренмелли те, нумай илмелли те пур. Пирĕн университет алăкĕсем сире валли яланах уçă. Ырă туса, хапăл тусах кĕтетпĕр”.

Ăслăлăх эрни ака уйăхĕн 8-мĕшĕччен пулĕ. Кунсеренех ларусем, конкурссем, олимпиадӑсем, куравсем, семинарсем, мастер-классем пулаççĕ, факультетсенче «ҫавра сĕтелсем» ирттереççĕ.  

http://www.ntrk21.ru/video/60629

Последние новости

В Чебоксарах состоялся финал XI фестиваля «Фитнес вместе с мамой»

По поручению главы города Чебоксары Владимира Доброхотова в образовательных учреждениях города особое внимание уделено спорту.

В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года

« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

В День Победы центр Чебоксар погрузится в атмосферу весны 1945 года

« Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы - идет полным ходом.

Мода, песни и танцы весны 1945 года – в Городской ретроспективе «Победный май»

 « Подготовка к празднованию значимой для всех россиян даты – 80-летия Победы – идет полным ходом.

На этом сайте представлены актуальные варианты, чтобы снять квартиру в Белореченске на выгодных условиях

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *