Палестина каччи чăваш хĕрĕпе телей тупнă
Нахед Дохан травматолог-ортопедпа, мануаллă терапевтпа çыншăн пурнăç тата сывлăх мĕнешкел хакли тавра вĕçĕ-хĕррисĕр калаçма пулать.
Нахед Дохан травматолог-ортопедпа, мануаллă терапевтпа çыншăн пурнăç тата сывлăх мĕнешкел хакли тавра вĕçĕ-хĕррисĕр калаçма пулать. Унпа хутшăннă май «лайăххин чикки çук» пĕлтерĕш малти вырăна тухать.
Асамçăпа танлаштараççĕ
«Ачасем — манăн тĕп пациентсем. Эпĕ вĕсене сăмахсăрах ăнланатăп. Ĕçре тĕпренчĕксен ашшĕ-амăшĕ каланине-ыйтнине яланах шута илетĕп», — пытармасть Нахед Жаддуа. Республикăри ача-пăча клиника больницинче пĕр сменăра 100-130 пациент таран йышăннине палăртать травматолог-ортопед.
«Çанталăк пăсăлсан ача суранланнă тĕслĕх чакмалла пек туйă-нать. Ун чухне вĕсем урамра сахалрах выляççĕ-çке. Пĕррехинче шалкăм çумăр тăкса ячĕ. «Çакнашкал çанталăк ачасене киле хăваласа кĕртрĕ ахăр. Травматологи пунктне никама та илсе килмĕç-тĕр», — калаçатпăр сывлăх сыхлавçисемпе. Çав самантрах пĕр арçын ачана пулăшма лекрĕ. Вăл çумăртан тарса хытах çапăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, ачасем урамра та, килте те, урăх çĕрте те суранланаççĕ.
Тепĕр тĕслĕхре тĕпренчĕк чупнă вăхăтра ура кĕллипе алă пÿрнине амантнă. Пурнăçра унашкалли те пулать.
Çичĕ çула çитмен ачана хытă туртма юраманни çине пусăм тăвасшăн, мĕншĕн тесен пĕчĕкскерĕн алли мăкăлтанма пултарать. Сыппа темиçе çеккунтрах вырăна лартнине кура мана асамçăпа танлаштараççĕ. Çакă, паллах, савăнтарать- хăпартлантарать. Манăн шухăшпа, хăйĕн ĕçне чунран пурнăçлакан кашни специалистах асамçăсен йышне кĕртме пулать.
Ĕçлеме вырнаçсанах пĕр пациентăн амăшне темĕскер калама маннăччĕ. Медицина картти тăрăх адрес тупса вĕсен килне кайрăм. Травматологи пунктĕнчи тухтăр пыни, паллах, тĕлĕнтерчĕ çав çынсене. Тĕрĕссипе, эпĕ кашни пациентшăн пăшăрханатăп. Ĕçе тĕплĕ тума тăрăшатăп. Медицина карттине çырнине тĕрĕслеме яланах вăхăт уйăратăп», — кулленхи ĕç-пуç хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарать Нахед Жаддуа.
Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри тухтăр каланине пурнăçламанни, ачисемшĕн яваплăх туйманни тĕлĕнтерет ăна. Акă нумаях пулмасть пĕр арçын ача çурт тăрринчен сиксе пĕçĕ шăммине хуçнă. Çакнашкал тĕслĕхсене шурă халатлисен йĕрке хуралçисене пĕлтермелле. Пепкене сывлăх сыхлавçисем çийĕнчех пулăшнă. Амăшĕ хăйĕн условийĕсене калама пуçланă. Вăл больницăна хăй палăртнă вăхăтра кăна килме пултарать имĕш. Тепрехинче тухтăр томографи кăтартăвĕсене тишкерессе те кĕтсе илеймен вăл. Гипс хунă ывăлне киле илсе кайнă.
Спорт сывлăха çирĕплеттĕр
«Спорт е сывлăх пĕлтерĕшлĕрех-и? Спорт диспансерĕнче ĕçленĕ май ирĕксĕрех çакнашкал ыйту çуралать. Паллах, спорт сывлăха çирĕплетме пулăшнине курас килет. Анчах хăш-пĕр спортсменшăн çак ăнлав тÿнтерле çаврăнса тухать. Унашкаллисем хăйсен сывлăхне хавшатса спортри çитĕнÿ патне ăнтăлаççĕ.
Санаторири мануаллă терапевт ĕçĕ те килĕшет. Манăн шалти хăватпа çынсене сиплес килетчĕ. Çавăнпах çак тытăмра та хама тупрăм. Хăш-пĕр çын чир чури пулса тăрать. Ăна терт-асап тыткăнĕнчен çăлма çăмăлах мар. Эпĕ чирлĕ çав çынна алă вăйĕпе кăна мар, хамăн хăватпа сиплеме пултарасса та туятăп», — ĕнентерет сывлăх сыхлавçи.
Çемьерен хакли çук
Палестина каччи чăваш хĕрне Надеждăна качча илнĕ. Çак мăшăр икĕ хĕр çитĕнтерет. Айăпа Мона шкулта вĕренеççĕ. «Маншăн çемье нимрен хаклă. Çакă яланлăхах чуна кĕрсе вырнаçнă. Пĕр шухăшламасăр çемьене аркатакан арăмĕпе упăшкине вара нихăçан та ăнланаймăп, мĕншĕн тесен пуррине сыхласа хăварассишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшмалла», — ăнлантарать Чăваш Енре хăйĕн телейне тупнă арçын. Дохансен килĕнче тĕрлĕ халăх культурине хисеплеççĕ. «Тинтерех мăшăрăм яппунсен пĕлĕмĕпе сăйларĕ. Маншăн çакă питĕ кăмăллă пулчĕ. Çав вăхăтрах чăваш шÿрпине юратса çиетпĕр», — тăсăлать калаçу. Сăмах май, вăл араб, вырăс, норвег, акăлчан чĕлхисене пĕлет.
Нахед Дохан медицина колледжĕнче вĕренекен хĕрпе — пулас мăшăрĕпе — столовăйра паллашнă. «Малашлăхра шăпах унпа юнашар пулмаллине çын туйăм шайĕнче ăнланать. Эпĕ те пĕрре курсанах хамăн пуласлăха унпа çыхăнтартăм», — аса илĕвĕнче студент вăхăтне таврăнчĕ араб çынни.
«Виçĕ ĕçре тăрăшаканăн, тренировкăна çÿрекенĕн çывăх çыннисене тимлĕх уйăрма вăхăт юлать-и?» — ыйтмасăр чăтаймарăм. «Калаçни кăна мар, ыталани те çынсене çывăхлатать. Ачана ашшĕ пуçĕнчен ачашлани те кăмăллă. Каннă чухне çывăх çынсене массаж тума пултаратăп. Кĕскен каласан, вăхăта пуриншĕн те усăллă ирттерме ăнтăлатăп», — пытармасть кил хуçи.
Дохансен хĕрĕсем те çывăх çыннисен çулĕпе кайса сывлăх сыхлав тытăмĕнче ĕçлеме ĕмĕтленеççĕ. Вĕсемшĕн Чăваш Енре хăтлăх тупнă ашшĕн тĕслĕхĕ нимрен паха.
«Тухтăра вĕренес ĕмĕтпе ача чухнех çунатланнă. Атте-анне те манăн шухăша ырларĕ. Çапах шкул хыççăн ăçта каймалла? Ун чухне, 1992 çулта, Палестинăран Раççее нумаййăн килетчĕç. Эпĕ те çав юхăма лекрĕм. «Мускавран инçех мар лăпкă хула Шупашкар пур. Унта пĕлÿ илме пулать», — çул кăтартса ячĕç пире, пулас студентсене. Шупашкарта та, Хусанта та вĕреннĕ. Европăра тымар ярас е Палестинăна таврăнас шухăш та пурччĕ. Çапах Шупашкар мана магнит пекех хăйĕн патне туртать. Халĕ çакăнта хамăра ятăн хваттерте пурăнатпăр», — чунне уçать сывлăх сыхлавçи. Тулли верси...
www.hypar.ru
Марина ТУМАЛАНОВА.
Последние новости
Заседание прокуратуры Чувашской Республики по вопросам здравоохранения
Обсуждение состояния законности и надзора в сфере медицинского обслуживания.
Уфа готовится к первому снегу
Городские службы начали обработку дорог для предотвращения гололеда.
Уфа готовится к зиме: обработка дорог началась
Местные власти принимают меры для обеспечения безопасности на дорогах.
Преобразователь частоты
Все преобразователи проходят контроль и имеют сертификаты с гарантией