Туртмалли пур хатĕр те сиенлĕ //Чăваш хěрарăмě. 2019.08.17. С. 8.

Çамрăксен хушшинче юлашки вăхăтра электрон сигарет анлă сарăлчĕ. Вăл – пирус мар, унта пăс çеç тесе шухăшлать чылайăшĕ.

Çамрăксен хушшинче юлашки вăхăтра электрон сигарет анлă сарăлчĕ. Вăл – пирус мар, унта пăс çеç тесе шухăшлать чылайăшĕ. Çав вăхăтрах специалистсем еплерех хаклаççĕ-ха ăна? Çак ыйту хуравне шыраса эпир Республикăн наркологи диспансерĕн ача-пăчапа çамрăксемпе ĕçлекен пай заведующийĕпе Лилия ДОРОФЕЕВĂПА тĕл пулса калаçрăмăр.Çамрăксен хушшинче юлашки вăхăтра электрон сигарет анлă сарăлчĕ. Вăл – пирус мар, унта пăс çеç тесе шухăшлать чылайăшĕ. Çав вăхăтрах специалистсем еплерех хаклаççĕ-ха ăна? Çак ыйту хуравне шыраса эпир Республикăн наркологи диспансерĕн ача-пăчапа çамрăксемпе ĕçлекен пай заведующийĕпе Лилия ДОРОФЕЕВĂПА тĕл пулса калаçрăмăр.

КĔСКЕ СПРАВКА Лилия Дорофеева – аслă категориллĕ психиатр-нарколог. Медицинăра 2000 çултанпа тăрăшать. Ачасемпе, çамрăксемпе ĕçлекен специалист пулнă май библиотекăсемпе шкулсенче, техникумсемпе аслă шкулсенче тĕл пулусем йĕркелет. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен психиатр- нарокологсене ĕçре усă курмалли меслетсемпе паллаштарать. Лилия Георгиевна ăслăлăх ĕçĕпе те тăрăшать. Унăн статйисем ăслăлăх сборникĕсенче тата кăларăмĕсенче пичетленеççĕ. Лилия Дорофеевăна Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин 2017 çулта , Чăваш Ен Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин 2018 çулта Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Сиенсĕр тесе йăнăшаççĕ

«Сиенсĕр тени – йăнăш шухăш. Туртмалли пĕр хатĕр те организма усă кÿмест, – çирĕплетсех пуçларĕ калаçăва опытлă психиатр-нарколог. – Электрон сигарет сиенлине наркологсем çеç мар, ытти тухтăр та палăртнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Сывлăх сыхлав министерстви кăçалхи пуш уйăхĕнче Патшалăхăн пирус туртнине хирĕç ĕçлекен политикин 2019-2035 çулсенчи концепцине улшăну кĕртме сĕнÿ хатĕрлерĕ. Документа халĕ тивĕçлĕ ведомствăсемпе специалистсем тишкереççĕ». Электрон сигарет – пăс кăларакан хатĕр. Хăшĕсем электрон сигарет тата вейп пĕр япалах тесе шухăшлаççĕ. Çапах та вĕсен уйрăмлăхĕ пур. Вейп шĕвекĕ чылай чух çаксенчен тăрать: шыв, пăс кăларма – глицерин, никотин, ырă шăршă кăларакан хатĕрсем, пропилен гликоль. Тытăмне кура тути, пăс пахалăхĕ тата унăн çăралăхĕ тĕрлĕрен. Электрон сигарет пăхма ахаль пируса аса илтерет. Унăн конструкцийĕ фитильтен, спиральтен тата батарейкăран тăрать. Фитильте – ятарлă шĕвек. Вăл ăшăнсан пăс тухать.

Иккĕшĕ те сиенлĕ

Вейп та, электрон сигарет та организма икĕ тĕрлĕ сиен кÿреççĕ: формальдегид тата аклерин ху-тăшĕпе тата сиенлĕ пăс кăларнипе. Глицерин аллергиллĕ çынсене хăрушă витĕм кÿрет. Унăн пăсĕ сывлăш çÿлти çулĕсене шыçтарать. Аллергипе аптăракан çын пыр хĕртнипе нушаланать. Тепĕр чухне хăсичченех ÿсĕрттерет. Шĕвекри тĕп компонентсем хĕрнĕ май глицеринпа пропиленгликоль урăх япаласем çине пайланаççĕ. Вĕсенчен калама çук сиенлĕ акролинпа формальдегид тухаççĕ. Шĕвеклĕ электрон сигаретсен усал витĕмĕ вĕсенче тутă тата тĕс кĕртекен япаласем пуррипе те çыхăннă. Çавна май ахаль пирусран кая мар сиен кÿреççĕ. Сывлăш çулĕсем сиенленнипе бронх /тип пыр/ хĕсĕнет, астма аталанать, ÿпке шыçса каять. Организмра ылмашу ДНК таранах пулса иртет.

Туртманнисене лекет

Пăс генераторĕсем туртман çынсене сиен кÿмеççĕ тенипе те Лилия Дорофеева килĕшмест. Электрон сигарет пăсĕ пирус тĕтĕмĕ евĕрех: ăна туртаканпа юнашар çынна та сиен кÿрет. Пропиленгликольлĕ, глицеринлă, ароматизаторсемлĕ пăс ыттисене çăмăллăнах лекет. Пÿртре е хваттерте вейпера никотинлă хатĕрпе пăслантарсан унăн сиенлĕ хутăшĕ пирус туртнипех танлашать. Астмăпа чирлекен çын çав пăспа чыхăнса каять. Сывă ытти çынна та вăл ырă тумасть. Электрон сигаретпа вейп тĕп нерв тытăмне, пÿрене, сывлăш çулĕсене сиен кÿреççĕ, аллергипе аптăратаççĕ.

Ĕçсĕр аптăрасан…

Электрон сигарет пирус туртма пăрахма пулăшать тени те тĕрĕс мар. Сиенлĕ пĕр йăларан тепри çине куçни кăна вăл. Этем психологине лайăх ăнланакан специалистпа çынсем сиенлĕ йăлапа мĕншĕн туслашнине те сÿтсе яврăмăр. Лилия Георгиевна каланă тăрăх, çакă икĕ сăлтавпа çыхăннă. Пĕрремĕшĕ – яш- кĕрĕмпе хĕр-упраç ĕçсĕр аптăранипе, нимрен те хăраманнипе, нумай пĕлес килнипе. Иккĕмĕшĕ – çын хăйне хаклама пĕлменнипе. Хăйне ыттисенчен катăкрах туйнипе ача алла пирус тытать. Кун пек вăл хăйне «чăнкă» туять, курнăçланать. Вĕренÿре, спортра е ĕçре çитĕнÿ тăвакан, хăйне хаклама пĕлекен çынна нимле пирус кирлĕ мар. Сиенлĕ йăлапа туслашнă ачана, çамрăка психологсен пулăшăвĕ кирлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Республикăн наркологи диспансерĕн ача-пăчапа çамрăксемпе ĕçлекен пайĕнче наркологсем çеç мар, психологсем те ĕçлеççĕ. Вĕсем ача хăйне хаклама вĕрентĕр тесе тăрăшаççĕ. Кирек мĕнле япала çемьерен пуçланнине те палăртать Лилия Георгиевна. Ашшĕ-амăшĕ хăй те мăкăрлантарсан ача урăхла пулма пултараймасть. Çемьере мĕн курса ÿснине ача хăй тăвать. Сиенлĕ йăлапа туслашма ĕлкĕрнисене специалистсем хăратмалли ÿкерчĕксемпе фильмсем кăтартмаççĕ халĕ. Позитивлă наркопрофилактикăна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Тепĕр майлă каласан, сиенлĕ йăла- йĕрке çинчен каласа кăтартнипех çырлахмаççĕ. Тарасан пĕр енче сиенлĕ йăла-йĕрке пулсан, тепĕр енче сывă пурнăç йăли- йĕрки пуррине ăнлантараççĕ. Пурнăç пахалăхĕ епле çул суйланинчен килет. Сиенлĕ йăлапа туслашнисен унран хăпас тесен хăйсем мĕнле тамăка лекнине ăнланса илмелле. Тата çавна мĕншĕн татса парас килнине палăртмалла. Кирек епле амака сыватиччен çаклатманни аван.

ПĔЛМЕ Электрон сигаретсемпе вейпсене сертификаци витĕр кăлармаççĕ. Туртмалли япала тытăмĕ пирки тем те çырма пулать. Анчах унта мĕн пуррине тĕплĕн тĕрĕслемеççĕ.

 

Вера ЭВЕРККИ.



Последние новости

Форум кооперативного альянса соберет международных участников

Событие пройдет в сентябре и объединит кооперативные организации из разных стран.

Рост потребительских цен в России продолжает беспокоить экспертов

Экономическая ситуация требует внимания и анализа.

Изменения в налоговом законодательстве Чувашии

Новые ставки налога на доходы и налоговые вычеты для родителей

Card image

Как выбрать одноразовые станки для покупки?

Здесь вы можете узнать о лучших предложениях и выгодных условиях, чтобы купить квартиру в Железногорске

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *